12008 | Талӑх ҫыннӑн «ҫук ҫылӑх» нумай. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11976 | Тарламасӑр ача та пулмасть теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11977 | Тарҫа-тӗрҫе шанакан хӑрах куҫсӑр пулнӑ, ывӑла-хӗре шанакан тӗп куҫсӑр пулнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11978 | Тарҫӑ-тӗрҫӗ сӗм суккӑр, ывӑл-хӗр сӗм суккӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11979 | Тӑван анне пек хакли ниҫта та ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11980 | Тӑван анне ҫапса хӗнесен те лайӑх, амаҫури пӗрре ҫапсан та ӗмӗр тухмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11981 | Тӑван аннерен ҫывӑххи никам та ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11982 | Тӑван ача тӑварлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11994 | Тӑлах йывӑҫа тӑвӑл хуҫать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11995 | Тӑлах кайӑк курӑкран та тӑлланать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11999 | Тӑлах ҫӑпати те тӑхӑр пушӑтран, тӑхӑр хут сапланӑ кӑна. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11983 | Тӑлӑх ача вӗренмесӗрех йӗме пӗлет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11984 | Тӑлӑх ача йӗрсе ҫитӗнет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11985 | Тӑлӑх ача куҫҫулӗпе пит ҫӑвать, ҫанни вӗҫпе шӑлса типӗтет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11986 | Тӑлӑх ача ҫул хӗрринчи пӑрҫа: иртекен пӗр тӗкӗнет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11987 | Тӑлӑх ача тарӑхни никама та палӑрмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11988 | Тӑлӑх ачан ҫӗтӗкне те ҫиелтен сапланӑ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11989 | Тӑлӑх ачан шурӑ кӗпе тӑхӑнсан та праҫник. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11990 | Тӑлӑх ачана усракан тути лапӑртаннӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11991 | Тӑлӑх ачашӑн ӑҫта кайсан та тӑвалла. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11992 | Тӑлӑх выльӑх карта пуҫ пулнӑ, тӑлӑх ача ял пуҫ пулнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11993 | Тӑлӑх выльӑха пур выльӑх тӗкет, тӑлӑх ачана пур ҫын ҫапать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11996 | Тӑлӑх нуши тӑхӑр сыпӑклӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11997 | Тӑлӑх пулаччен хӑрӑк турат пулас. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11998 | Тӑлӑх путеке усраканӑн тути ҫулланнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12000 | Тӑлӑх ҫине тӑрӑх пӑхаҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12001 | Тӑлӑх ҫине тӑххӑрӑн тӑрӑнаҫҫӗ, ҫапах чӑтас пулать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12002 | Тӑлӑх ҫине яланах тумлать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12003 | Тӑлӑх ҫын вилет — ҫил анчах йӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12004 | Тӑлӑх ҫын сӑмахӗ тӑхлан мар, никама та вӗлермест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12005 | Тӑлӑх ҫын тӑхӑр ҫын нушине тӳсет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12006 | Тӑлӑх ҫынна такам та ҫиет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12007 | Тӑлӑх ҫынна ыр туни сӑваплӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12009 | Тӑлӑх турат ачисем кушшӳлпеле пит ҫӑваҫ те кӗпе ҫаннипе пит шӑлаҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12010 | Тӑлӑх турат ӳстерекенӗн тути-ҫӑварӗ юнланнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12011 | Тӑлӑх турата пӑхса ӳстерни сӑваплӑ ӗҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12012 | Тӑлӑх турата Турӑ сыхлать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12013 | Тӑлӑх турата Турӑ хӗрхенет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12014 | Тӑлӑх турата усраканӑн тути-ҫӑварӗ юнланнӑ, тӑлӑх тына усраканӑн тути-ҫӑварӗ ҫулланнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12017 | Тӑлӑх туратан куҫҫулӗ тӑварлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12015 | Тӑлӑх туратӑн апат ҫиме ларсан та сӑмси-ҫӑварӗнчен юн аннӑ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12016 | Тӑлӑх туратӑн ик хырӑм теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12018 | Тӑлӑх туратран нуша хӑҫан хӑпни пур. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12019 | Тӑлӑх туратшӑн ашшӗ вырӑнне пул, тӑлӑх турат амӑшӗ телӗшӗнчен ар пуҫ пулса сыхласа тӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12020 | Тӑлӑх тына ӳстерекенӗн тути-ҫӑварӗ ҫулланнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12021 | Тӑлӑха йӑпанма нумаях та кирлӗ мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12022 | Тӑлӑхӑн алли вӑрӑм. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12023 | Тӑлӑхӑн куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмеҫ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12024 | Тӑлӑхӑн тӑлӑпӗ — кивелнӗ сӑхман. | Атте-анне — Ача-пӑча |
12025 | Тӑлӑхӑн хырӑмӗ пысӑк. | Атте-анне — Ача-пӑча |